Новогодние поздравления от коллег
Категория: Новости,
Дата: 29.12.2016, 16:04,
Просмотров: (642)
Паллă журналист, тĕпчевçĕ тата общество деятĕлĕ Алексей Леонтьев 60 ҫул тултарчĕ
Категория: О нас говорят,
Дата: 29.12.2016, 10:24,
Просмотров: (785)
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче 2016 ҫулхи раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче «Мифология чувашей: истоки, эволюция и культурные взаимосвязи» кӗнеке хӑтлавĕ иртрĕ. Ăна Чӑваш Республикин тата Раҫҫей Федерацийӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ А.П.Леонтьев 60 ҫул тултарнине халалларĕç. Институтăн лару залне ăсчахсем, вĕрентекенсем, журналистсемпе культура ĕçченĕсем пуçтарăнчĕç. Культура, национальноçсен тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ Вячеслав Оринов та "çавра сĕтеле" килчĕ. Чăваш наци конгресĕн хастарĕсем те Алексей Петровича çавра çулпа саламлама чылайăн çитрĕç: конгресс президенчĕн пĕрремĕш çумĕ Валерий Клементьев, президент çумĕ Петр Ивантаев, «Чăваш ялĕ» комитет председателĕ Эдуард Бахмисов, президиум пайташĕ Николай Лукиянов тата ыттисем те. Савăнăçлă лару-тăрура «çавра сĕтеле» гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ Петр Краснов уçрĕ. Вăл кĕскен Алексей Петровичăн ĕçлĕ кун-çулне тишкерчĕ, çирĕм çул ытла чăвашсен тĕп хаçатне - «Хыпара» ăнăçлă ертсе пыма çакнашкал хăюллă та анлă тавракурăмлă ертÿçĕ кăна пултарнине асăнчĕ. «Пирĕн институтра вăл çĕнĕ тапхăр пуçларĕ, наукăшăн, историшĕн, этнологи программишĕн тăрăшса ĕçлет. Халĕ вăл тата чăваш мифологине тĕпчет», - терĕ институт ертÿçи.
ЧНК пресс-службин ертÿçи Зоя Яковлева.
Источник: Паллă журналист, тĕпчевçĕ тата общество деятĕлĕ Алексей Леонтьев 60 ҫул тултарчĕ |