Ӑслӑлӑх кунне палӑртма икӗ министр ҫитнӗ
Категория: О нас говорят,
Дата: 10.02.2017, 09:28,
Просмотров: (780)
Нарӑсӑн 8-мӗшӗнче Раҫҫейре Ӑслӑлӑх кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Вӑл уява пуҫласа Борис Ельцин хӑй вӑхӑтӗнче, 1999 ҫулхи ҫӗртмен 7-мӗшӗнче, кӗртнӗччӗ. Ҫапла май ӑслӑлӑх анинче тӑрмашакансен хӑйсен професси уявӗ пур. Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ те ҫак куна палӑртмасӑр хӑварма пултарайман — унта паян пӗтӗмлетӳллӗ ӑслӑлӑх сессийӗ иртнӗ. Вӑл икӗ кун тӑсӑлӗ — ӑсчахсен доклачӗсене паян кӑна мар, ыран та итлеме пулӗ. Ӑслӑлӑх сессине институт директорӗ Пётр Степанович Краснов уҫрӗ. Паянхи ларусенче икӗ доклада сӳтсе яврӗҫ. Пӗрине Гусаров Юрий Владимирович вуларӗ, теприне — Харитонова Валентина Григорьевна. Ыран ӑсчахсем Георгий Фёдоров ӗҫӗсем тавра докладсем тӑвӗҫ, тата А. Трофимовӑн кӗнекине хӑтлӗҫ. Икӗ пайӗ те ӳнерпе тата чӗлхе пӗлӗвӗпе кӑсӑкланакансене интереслӗ пулма тивӗҫ. Ӑслӑлӑх сессийӗ 9 сехет ҫурӑра пуҫланӗ.
Хыпара çакăнтан илнĕ: Ӑслӑлӑх: Ӑслӑлӑх кунне палӑртма икӗ министр ҫитнӗ |