Пушкина И. Ăсчахсемсĕр çĕршыв аталанаймĕ // Хыпар. - 2017. - Нарăс, 14.
Категория: О нас говорят,
Дата: 15.02.2017, 09:40,
Просмотров: (739)
Пушкина И. Ăсчахсемсĕр çĕршыв аталанаймĕ // Хыпар. - 2017. - Нарăс, 14.
Нарăс уйăхĕн 8-мĕшĕнче Раççейре Ăслăлăх кунне паллă тума йышăнни те, ахăртнех, çĕршыва аталану çулĕпе мала ямашкăн хăйсен ăсне, вăй-халне, çут çанталăк панă пултарулăхне шеллеменнисене пуç таяссипе çыхăннă. Республикăра Ăслăлăх кунне чи анлă паллă тăвакан учрежденисенчен пĕри — Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ. Кăçал та асăннă институт ĕçченĕсем уява халалласа анлă программа хатĕрленĕ. Нарăсăн 9-мĕшĕнче наука сессийĕ уçăлчĕ. Унăн пленарлă ларăвне сумлă хăнасем те йышлăн пухăнчĕç: ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев, культура министрĕ Константин Яковлев, аслă шкулсен, культурăпа ÿнер учрежденийĕсен ертÿçисемпе представителĕсем. Ăслăлăх ĕçченĕсене уявпа саламларĕç, тивĕçлисене тĕрлĕ наградăпа чысларĕç.
Хыпара çакăнтан илнĕ: Ăсчахсемсĕр çĕршыв аталанаймĕ |