|
Институт
Устав института
Администрация
Наши сотрудники
Директоры института
Новые издания
Известные чуваши, проживающие за пределами республики
Научная библиотека
Научный архив
Навигация
О нас говорят
Чувашский гуманитарный вестник
Чувашская энциклопедия
Сотрудники института - ветераны Великой Отечественной войны
Сайты-партнеры
Реквизиты
Календарь
« Октябрь 2024 » |
---|
Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
---|
| 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | |
Опрос
Архив
Ссылки
|
|
М.И. Скворцов хатĕрленĕ икĕ томлă Вырăсла-чăвашла сăмах кĕнекин хăтлавĕ
Категория: Мероприятия, Дата: 22.04.2013, 16:41, Просмотров: (1476)
Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ тата Чăваш Республикин Наци библиотеки 2013 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче М.И. Скворцов хатĕрленĕ икĕ томлă Вырăсла-чăвашла сăмах кĕнекин хăтлавне ирттерчĕç. Чăваш чĕлхи кунне халалланă мероприяти Чăваш Республикин Наци библиотекинче пулчĕ. Чăваш чĕлхе пĕлĕвĕнче тунă çак пысăк утăма - икĕ томлă пысăк сăмах кĕнеки тухнине - паллă тума Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, республикăри ăслăлăхпа вĕренÿ учрежденийĕсенче ĕçлекенсем, кĕнекене кăларма хутшăннă Чăваш кĕнеке издательствин аслă тата вăтам вĕренÿ учрежденийĕсенче вĕренекенсем, массăллă информаци хатĕрĕсенче вăй хуракансем, М.И. Скворцовăн ĕçтешĕсем, тусĕсемпе тăванĕсем пухăнчĕç. Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ, паллă адвокат Ильин Виктор Алексеевич М.И. Скворцов профессора Раççей Коммунистсен партийĕн ячĕпе М.В. Ломоносов медальне парса чысларĕ.
Чувашский государственный институт гуманитарных наук и Национальная библиотека Чувашской Республики провели презентацию нового двухтомного Русско-чувашского словаря, подготовленного М.И. Скворцовым. Презентация состоялась в Национальной библиотеке Чувашской Республики 24 апреля 2013 г.programma-russko-chuvash-slovar-prezentaci.doc [2.42 Mb] (cкачиваний: 57)programma-russko-chuvash-slovar-prezentaci.pdf [5.6 Mb] (cкачиваний: 54) |
Институтăн ăслăлăх кăларăмĕсен хăтлавĕ иртрĕ
Категория: Мероприятия, Дата: 16.04.2013, 12:42, Просмотров: (1425)
«Чувашская археология», «Менталитет и этнокультурное развитие волжских народов: история и современность» тата «XX ĕмĕрти чăваш литератури, 1900—1950 çулсем: литература историйĕн тĕпчевĕсем» ăслăлăх кăларамĕсен хăтлавĕ иртрĕ. Ăна Наци кĕнекин «Кĕнеке халăхсене çураçулăх кÿрет» регионсен хушшинчи XI фестивалĕн Ăслăлăх кĕнекин кунне халалланă. Хăтлав Чăваш Республикин наци библиотекин конференц-залĕнче 2013 çулхи ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче пулчĕ.
Презентация научных изданий «Чувашская археология», «Менталитет и этнокультурное развитие волжских народов: история и современность», «XX ĕмĕрти чăваш литератури, 1900—1950 çулсем: литература историйĕн тĕпчевĕсем», проводимая в рамках Дня научной книги XI межрегионального фестиваля национальной книги « Через книгу к согласию народов» состоялась 23 апреля 2013 года в конферец-зале Национальной библиотеки Чувашской Республики. programma.pdf [1.07 Mb] (cкачиваний: 53) |
Чăваш чĕлхи кунне халалланă «Чăваш халăхĕпе чĕлхемĕре упраса хăварас тесен мĕн тумалла?» çавра сĕтел иртрĕ
Категория: Мероприятия, Дата: 16.04.2013, 08:45, Просмотров: (1587)
Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ 2013 çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи кунне халалланă «Чăваш халăхĕпе чĕлхемĕре упраса хăварас тесен мĕн тумалла?» çавра сĕтел ирттерчĕ.programma-savra-setel.pdf [268.09 Kb] (cкачиваний: 69) |
«Аслă классенче чăваш чĕлхине вĕрентесси» семинар пулчĕ
Категория: Мероприятия, Дата: 12.04.2013, 12:14, Просмотров: (1626)
Юлашки вăхăтра шкулта чăваш чĕлхи вĕрентекенсем ачасемпе ĕçлеме йывăрланса çитнĕ пирки тăтăшах калаçаççĕ. Аслă классенче вĕренекенсем чăваш чĕлхи предметне кирлĕ мар, вĕренме чăрмантаракан ытлашши предмет пек хаклама тăрăшни пирки час-часах илтме пулать. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсене çăмăл мар ĕçĕнче пулăшас тĕллевпе Институтăн чĕлхе пĕлĕвĕ пайĕ «Хавал» чăваш халăх пĕрлешĕвĕпе тата тăван мар чĕлхесене вĕренмелли «Ăнăçу чĕлхи» шкулпа пĕрле «Аслă классенче чăваш чĕлхине вĕрентесси» темăпа семинар ирттерчĕ. Семинар ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче Институтăн Ăслăлăх канашĕ залĕнче 11 сехетрен пуçласа 14 сехетчен ĕçлерĕ. |
2013 çулхи нарăсăн 22-мĕшĕнче ПĔТĔМ ТĔНЧЕРИ ТĂВАН ЧĔЛХЕ КУННЕ халалланă чĕлхе пĕлĕвĕ пайĕн анлă ларăвĕ иртрĕ
Категория: Мероприятия, Дата: 20.02.2013, 14:21, Просмотров: (2124)
2013 çулхи нарăс уйăхĕн 22-мĕшĕнче Ăслăлăх канашĕн залĕнче ПĔТĔМ ТĔНЧЕРИ ТĂВАН ЧĔЛХЕ КУННЕ халалланă чĕлхе пĕлĕвĕ пайĕн анлă ларăвĕ иртрĕ. Чăваш чĕлхин хальхи тăрăмĕпе пуласлăхне, тĕнчери тĕрĕк чĕлхисен аталанăвне халалланă ыйтусене сÿтсе яврĕç. Чĕлхе пĕлĕвĕ пайĕн анлă ларăвне дирекци ĕçченĕсем, Институтри словарьсен, ярăмлă кăларăмсен тата электронлă энциклопеди, истори, этнологипе социологи пайĕсен ĕçтешĕсем, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕпе Шупашкарти электромеханика колледжĕн ĕçченĕсем, Чăваш эстрада артисчĕсен пĕрлешĕвĕн пайташĕсем тата Chuvash.org сайт администраторĕ хутшăнчĕç. Тăван чĕлхе шăпишĕн пăшăрханакан çирĕме яхăн пухăннă çын Республикăпа ун тулашĕнче чăваш чĕлхипе культурине Çĕр пичĕ çинчен çухалас хăрушлăх патне илсе пыракан пулăмсем пирки кулянса та пăшăрханса калаçрĕç.Chuvash.org сайтра вуласа пĕлме пулать: Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунне халалласа анлă лару иртрĕ |
Раççей ăслăлăх кунне тата В.Д. Димитриев профессор асăмне халалланă пĕтĕмлетÿллĕ ăслăлăх сессийĕ пулчĕ
Категория: Мероприятия, Дата: 13.02.2013, 10:07, Просмотров: (1513)
Чăваш патшалăх гуманитари аслăлăхĕсен институтĕнче Раççей ăслăлăх кунне тата В.Д.Димитриев профессор асăмне халалланă пĕтĕмлетÿллĕ ăслăлăх сессийĕ пулчĕ. Вăл 2013 çулхи нарăсăн 11-12-мĕшĕсенче иртрĕ. Сесси ĕçне Чăваш патшалăх гуманитари аслăлăхĕсен институтĕнче ĕçлекенсемсĕр пуçне Федераци Канашĕн Ăслăлăх, вĕрентÿ, культура тата информаци политикин комитечĕн членĕ Галина Николаева, Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин пай пуçлăхĕ Михаил Краснов, республикăри вĕренÿ тата культура учрежденийĕсен, массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсем хутшăнчĕç.
В Чувашском государственном институте гуманитарных наук 11-12 февраля 2013 года прошла итоговая научная сессия, посвященная Дню российской науки и памяти профессора В.Д.Димитриева.itogovaya-sessiya.-programma.pdf [732.11 Kb] (cкачиваний: 79) |
Конференция к 200-летию Отечественной войны 1812 года
Категория: Мероприятия, Дата: 25.12.2012, 13:31, Просмотров: (1480)
20 декабря 2012 г. сотрудники ЧГИГН И.И.Бойко (заведующий отделом энциклопедии) и Ю.В.Гусаров (заведующий отделом истории) приняли участие в межрегиональной научно-практической конференции «Грозный 1812-й… Краеведение как инструмент изучения Всероссийской истории» в г.Алатырь, которая подвела итог юбилейным мероприятиям года истории в Алатырском районе. Конференция была организована отделом культуры, по делам национальностей, информационной политики и архивного дела администрации г.Алатыря и городским краеведческим музеем, прошла на базе последнего. |
Межрегиональная научно-практическая конференция «Менталитет и этнокультурное развитие волжских народов» (Чебоксары, 8-9 ноября 2012 г.)
Категория: Мероприятия, Дата: 9.11.2012, 14:18, Просмотров: (2886)
8‒9 ноября 2012 г. в Чебоксарах прошла Межрегиональная научно-практическая конференция «Менталитет и этнокультурное развитие волжских народов: история и современность», посвященная 1150-летию зарождения российской государственности и 400-летию освобождения Москвы силами народного ополчения под руководством Козьмы Минина и Дмитрия Пожарского от польских интервентов. В открытии научного форума приняли участие представители Администрации Главы Чувашской Республики, министерства образования и молодежной политики Чувашской Республики, Ассоциации этнологов и антропологов России, ведущих научных центров Мордовии, Татарстана, Удмуртии и т.д. Работа конференции велась в четырех секциях. Секция № 1. Исторический путь волжских народов и формирование их менталитетов. Секция № 2. Менталитет и этнокультурный диалог в волжском сообществе народов. Секция № 3. Культура волжских этнических общностей в зеркале их менталитетов. Секция № 4. Волжские народы в социокультурном пространстве России. В работе научного форума приняли участие исследователи, преподаватели вузов, докторанты и аспиранты из Республик Марий Эл, Мордовия, Татарстан, Удмуртия, Чувашия, Ульяновской и Самарской областей. Также см.: Межрегиональная научно-практическая конференция в ЧебоксарахМенталитет и этнокультурное развитие волжских народов: история и современностьprogramma-mentalitet.pdf [85.92 Kb] (cкачиваний: 133) |
В ЧГИГН провели круглый стол по обсуждению проекта стратегии государственной национальной политики Российской Федерации
Категория: Мероприятия, Дата: 24.10.2012, 11:58, Просмотров: (1640)
16 октября 2012 г. в ЧГИГН провели круглый стол по обсуждению проекта стратегии государственной национальной политики Российской Федерации. Работой круглого стола руководил Николаев Г.А., заместитель директора ЧГИГН по науке и развитию. Открывая заседание он отметил: Уважаемые коллеги! Чуть ли не со времен основания наш институт стал площадкой для обсуждения животрепещущих проблем, связанных с национальной проблематикой. И сегодня работа нашего круглого стола будет иметь отношение к данной теме. Нам предстоит обсудить проект важнейшего документа, имеющего отношение к будущему нашей страны. Этот документ носит название «Стратегия государственной национальной политики Российской Федерации». Прежде представлю наших гостей: это министр культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики В.П. Ефимов, начальник отдела Министерства культуры Чувашской Республики М.Н. Краснов и специалист отдела Министерства культуры Чувашской Республики О.Ю. Чигарейкин. |
«Л.Н.Гумилев тата чăваш этнос историйĕ» ăслăлăх семинарĕ
Категория: Мероприятия, Дата: 16.10.2012, 12:03, Просмотров: (1774)
Хисеплĕ ĕçтешсем, тĕпчевçĕсем!Сире сумлă тĕпчевçĕ, истори тата географи ăслăлăхĕсен докторĕ Лев Николаевич Гумилев çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă «Л.Н.Гумилев тата чăваш этнос историйĕ» ăслăлăх семинарне чĕнетпĕр. Вăл юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн вулав залĕнче 15 сехетре пуçланать. |
"Чĕнтĕрлĕ чаршавсăр" çын пурăнаймастех, вăл ыран та, виçмине те пулмалла
Категория: Мероприятия, Дата: 5.07.2012, 17:15, Просмотров: (1518)
"Чĕнтĕрлĕ чаршавсăр" çын пурăнаймастех, вăл ыран та, виçмине те пулмалла... 2012 çулхи утă уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче Чăваш Республикин театр ĕçченĕсем иккĕмĕш хут çавра сĕтел пуçтарчĕç. 2011-2012 çулсенчи театр сезонĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллашма Чăваш Республикин культура министрĕ В.П. Ефимов, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ Ю.Н. Исаев, Чăваш патшалăх культурăпа ÿнер институчĕн ректорĕ И.А. Медведева, Театр ĕçченĕсен пĕрлешĕвĕн пайташĕсем, культура министерствин ĕçченĕсем, МИХсенче вăй хуракансем, театр ĕçĕпе кăсăкланакансем пухăнчĕç. Çавра сĕтел ĕçне Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ÿнер пĕлĕвĕ пайĕн пуçлăхĕ, Чăваш Республики Пуçлăхĕн канашçи М.Г. Кондратьев йĕркелесе пычĕ. Союз театральных деятелей Чувашской Республики: Круглый стол "Итоги театрального сезона. Обзор. Анализ" |
2012 çулхи çĕртмен 22-мĕшĕнче "Ева Лисина: пултару тĕнчи" кĕнеке хăтлавĕ пулчĕ
Категория: Мероприятия, Дата: 21.06.2012, 14:45, Просмотров: (1515)
2012 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн вулав залĕнче "Ева Лисина: пултару тĕнчи" кĕнеке хăтлавĕ пулчĕ. Чăваш литературипе, культурипе кăсăкланакансем, МИХ ĕçченĕсем пуçтарăнчĕç кĕнеке уявне.eva-priglashenie1.pdf [280.09 Kb] (cкачиваний: 67) |
2012 çулхи çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче Пушкăрт Республикинчи Çтерлĕ хулинче Пĕтĕм Раççĕйри ăслăлăхпа ĕçлĕх конференцийĕ иртрĕ
Категория: Мероприятия, Дата: 4.06.2012, 15:30, Просмотров: (1381)
2012 çулхи çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче Пушкăрт Республикинчи Зайнаб Биишева ячĕллĕ Çтерлĕ патшалăх педагогика академийĕнче чикĕ леш енчи тата Раççей тĕрлĕ кĕтесĕсенчи ăсчахсемпе вĕрентÿçĕсем, студентсемпе тавра пĕлÿçĕсем хутшăнакан Пĕтĕм Раççĕйри ăслăлăхпа ĕçлĕх конференцийĕ иртрĕ. Ăна тутар литературин классикĕ, обществăпа политика деятелĕ Галимджан Ибрагимов çуралнăранпа 125 çул, чăваш халах поэчĕ Петĕр Хусанкай çуралнăранпа 105 çул, тутар тата чăваш филологи кафедри йĕркеленнĕренпе 15 çул çитнине халалланă. |
26 мая 2012 г. делегация Чувашской Республики приняла участие в церемонии открытия памятной плиты в честь погибших в боях чувашских солдат при защите г. Ленинграда
Категория: Мероприятия, Дата: 28.05.2012, 12:49, Просмотров: (1678)
26 мая 2012 г. делегация Чувашской Республики во главе с Председателем Кабинета Министров Чувашской Республики Иваном Борисовичем Моториным приняла участие в церемонии открытия на «Аллее памяти» Писаревского мемориального кладбища памятной плиты в честь погибших в боях чувашских солдат при защите г. Ленинграда. В составе делегации были военный комиссар Чувашской Республики Александр Александрович Мокрушин, заместитель министра здравоохранения и социального развития Чувашской Республики Людмила Ивановна Рулькова, директор Чувашского государственного института гуманитарных наук Юрий Николаевич Исаев, глава администрации Мариинско-Посадского района Чувашской Республики Юрий Федорович Моисеев, вице-президент Чувашского национального конгресса В.А. Иванов, представители Министерства культуры, по делам национальностей, информационной политики и архивного дела Чувашской Республики, СМИ и общественных организаций Чувашской Республики. |
Аттелĕх Аслă вăрçине хутшăннă ĕçтешсене Çĕнтерÿ кунĕпе саламларĕç
Категория: Мероприятия, Дата: 15.05.2012, 11:46, Просмотров: (1974)
Чăваш патшалăх гуманитари ăçлăлăхĕсен институтĕнче ĕçлекенсем çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче 1941-1945 çç. Аттелĕх Аслă вăрçине хутшăннă ĕçтешĕсене Çĕнтерÿ кунĕпе саламларĕç. Халĕ институтра икĕ ветеран вăй хурать: Василий Димитриевич Димитриев профессор тата Вера Андреевна Прохорова редактор. Çак паллă кун тĕлне институтăн вулав залĕнче ветерансене халалланă курав уçăлчĕ. Институт ĕçченĕсем ветерансене парнесем парса чысларĕç, вĕсен паттăрла ĕçĕ-хĕлĕпе, мухтавлă кун-çулĕпе паллашрĕç. Ветерансем хăйсем вăрçа мĕнле лекни, ăçта-ăçта çапăçни пирки каласа пачĕç. Вĕсен аса илĕвĕ уяв каçне хутшăнакансен асĕнче яланлăхах юлĕ. |
|
|