Институт
Устав института
 
Администрация
 
Наши сотрудники
 
Директоры института
 
Новые издания
 
Известные чуваши, проживающие за пределами республики
 
Научная библиотека
 
Научный архив
Навигация
О нас говорят
 
Чувашский гуманитарный вестник
 
Чувашская энциклопедия
 
Сотрудники института - ветераны Великой Отечественной войны
 
Сайты-партнеры
 
Реквизиты
Календарь
«    Апрель 2024    »
ПнВтСрЧтПтСбВс
1
2
3
4
5
6
7
8
9
10
11
12
13
14
15
16
17
18
19
20
21
22
23
24
25
26
27
28
29
30
 
Опрос

Архив
Август 2017 (2)
Май 2017 (23)
Апрель 2017 (58)
Март 2017 (39)
Февраль 2017 (42)
Январь 2017 (17)

Ссылки

Официальный портал органов власти ЧР

Министерство образования РФ

Российский гуманитарный научный фонд

Высшая аттестационная комиссия

Портал органов СМИ ЧР

Чувашское книжное издательство

 
Внимание! Вы находитесь на старой версии сайта. Новая версия тут.
Людмила Сачкова. Ĕмĕрхи шăн пăра катакан чĕлхеçĕ [Л.П. Петров доцент çинчен] // Тăван ен. 2013. Май, 13. С. 8.
Категория: О нас говорят, Дата: 13.05.2013, 15:16, Просмотров: (1836)
Людмила Сачкова. Ĕмĕрхи шăн пăра катакан чĕлхеçĕ [Л.П. Петров доцент çинчен] // Тăван ен. 2013. Май, 13. С. 8.Людмила Сачкова. Ĕмĕрхи шăн пăра катакан чĕлхеçĕ [Л.П. Петров доцент çинчен] // Тăван ен. 2013. Май, 13. С. 8.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.В. Игнатьев Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсемпе тыл ӗҫченӗсене саламлани
Категория: Новости, Дата: 8.05.2013, 12:30, Просмотров: (1647)
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.В. Игнатьев Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсемпе тыл ӗҫченӗсене саламлани
Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫыннисем!
Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫин хаклӑ ветеранӗсемпе тыл ӗҫченӗсем!
Сире Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе пӗтӗм чунтан саламлатӑп!

Ҫак уяв пирӗншӗн пуриншӗн те уйрӑмах ҫывӑх. Вӑл халӑх пӗрлӗхне, хӑюлӑхпа паттӑрлӑха тата Тӑван ҫӗр-шыва чунтан юратнине сӑнарлакан ҫутӑран та ҫутӑ символ пулса тӑрать. Фашистла Германие ҫӗнтерессине ҫывхартас ӗҫе миллионшар ҫын хӑй вӑйӗ ҫитнӗ таран тӳпе хывнӑ, вӗсенчен нумайӑшӗ ҫӗр-шывӑмӑрӑн ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнманлӑхне сыхласа хӑварассишӗн пурнӑҫне панӑ.
Кашни ҫулах Майӑн 9-мӗшӗнче эпир ҫӗр-шывӑмӑршӑн питех те йывӑр килнӗ ҫулсене тивӗҫлипе тӳссе ирттернӗ тата пире ҫӗнтерӳ парнеленӗ паттӑрсене чыслатпӑр. Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫин хаклӑ ветеранӗсемпе тыл ӗҫченӗсем! Паттӑрлӑхӑрпа хӑюлӑхӑршӑн пурсӑра та ҫӗре ҫити тайма пуҫ! Эсир – халӑхӑн тӗп хӑвачӗ!
Сире вӑрӑм ӗмӗрлӗ кун-ҫул, ҫӗкленӳллӗ кӑмӑл-туйӑм, ырлӑхпа телей сунатӑп!

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ
М. Игнатьев
Вăрçă паттăрĕсене пуç тайни е кашни çемье суранĕ панă сас
Категория: Новости, Дата: 8.05.2013, 11:49, Просмотров: (1466)
Вăрçă паттăрĕсене пуç тайни е кашни çемье суранĕ панă сасЛ. Атлай. ВĂРÇĂ ПАТТĂРĔСЕНЕ ПУÇ ТАЙНИ Е КАШНИ ÇЕМЬЕ СУРАНĔ ПАНĂ САС

Салтак, салтак,
Тен, тăвăл çĕкленсен,
Хăмăр куçу юлашки хут хĕмленĕ?
Мĕнех вара?
Çапăçура ÿксен.
Мĕн пурăнни халăхăма пилленĕ.

(Ю.Сементер)
Юрий Сементер малашне картишĕнчи палан çине пăхса киленĕ
Категория: Новости, Дата: 30.04.2013, 15:31, Просмотров: (1828)
Юрий Сементер малашне картишĕнчи палан çине пăхса киленĕ2013 çулхи ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер пурăнакан çурт умĕнче палан ÿсме пуçларĕ. Тахçанах чăваш халăх юрри пулса тăнă «Уçланкăри палан» юррăн сăввине çыракан поэтăмăр малашне çуркуннесерен шур çеçкисемпе савăнтаракан, кĕркуннесерен хĕрлĕ çырлисемпе илĕртекен йывăç çине чÿречерен пăхса киленĕ.
Йывăç лартма паллă поэтăмăрпа унăн Раиса Максимовна мăшăрĕсĕр пуçне Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ Юрий Исаев, директор çумĕ Николай Бакин, ăслăлăх çыруçи Леонид Петров, чĕлхе пĕлĕвĕ пайĕн пуçлăхĕ Александр Кузнецов тата чăваш халăх, Раççей тава тивĕçлĕ ÿнерçи Праски Витти хутшăнчĕç.
Чăваш кун-çулĕнче, сăмахлăхĕнче, тĕнĕ-ĕненĕвĕнче пысăк вырăн йышăнакан çак йывăç Шупашкар хулин пĕр картишне нумай-нумай вăхăт илем кÿрсе ÿсессе шанатпăр.
А. Аршинова: Чувашский язык часть мировой культуры
Категория: Новости, Дата: 26.04.2013, 12:21, Просмотров: (1396)
А. Аршинова: Чувашский язык часть мировой культуры
Дорогие друзья!
Поздравляю Вас с Днем чувашского языка!
Наряду с традиционными праздниками День чувашского языка имеет особую значимость, определяющую основу духовных ценностей и традиций чувашского народа. Ведь именно родной язык способствует нравственному здоровью, символизирует самосознание народа и культурную самобытность, его уникальность в быстро глобализирующемся мире.
Верю, что День чувашского языка может и должен стать праздником не только этнических чувашей, но праздником мира и согласия для людей всех национальностей и вероисповеданий, проживающих на прекрасной Чувашской земле. От всего сердца желаю Вам крепкого здоровья, благополучия и процветания!

Аршинова Алёна Игоревна,
депутат Государственной Думы шестого созыва,
Заместитель Председателя комитета Государственной Думы по образованию,
член Президиума Генерального совета Всероссийской политической партии «ЕДИНАЯ РОССИЯ»
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.В. Игнатьев Чăваш чĕлхи кунĕпе саламлани
Категория: Новости, Дата: 25.04.2013, 09:17, Просмотров: (1507)
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.В. Игнатьев Чăваш чĕлхи кунĕпе саламлани
Хаклă ентешĕмĕрсем!
Сире Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе саламлатăп!

Тăван чĕлхе вăл – хаксăр тупра, наци культурин никĕсĕ, ăс-хакăл эткерне сыхласа упрама тата ăна аталантарма пулăшакан хатĕр. Çĕр çинчи пин-пин чĕлхе йышĕнче кирек камшăн та тăван чĕлхи чи хакли шутланать.
Паянхи уяв кунĕнче чăвашсен аслă çутта кăларакананĕ И.Я.Яковлев çуралнăранпа 165 çул çитет, вăл çапла палăртнă: «Анне чĕлхи – халăх ăс-хакăлĕпе кăмăл-сипечĕн аслăран та аслă вăйĕ, унăн тĕп тĕрекĕ».
Çирĕп сывлăх, ырă шанăç, пултаруллă ĕçре ăнăçусем, çурхи лайăх кăмăл-туйăм, телей тата ырлăх сунатăп!

Чăваш Республикин
Пуçлăхĕ М.Игнатьев
«Ăçтан эпир? Ăçталла каятпăр?» кĕнекене сÿтсе яврăмăр
Категория: Мероприятия, Дата: 22.04.2013, 17:21, Просмотров: (1334)
«Ăçтан эпир? Ăçталла каятпăр?» кĕнекене сÿтсе яврăмăр«Ăçтан эпир? Ăçталла каятпăр?» кĕнекене сÿтсе яврăмăрЧăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ 2013 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи кунне халалланă çавра сĕтел ирттерчĕ. А.П.Леонтьевпа Н.И.Егоровăн «Ăçтан эпир? Ăçталла каятпăр?» кĕнекине сÿтсе явма тĕп хуламăрти ăсчахсем, аслă тата вăтам шкул ĕçченĕсем, массăллă информаци хатĕрĕсенче вăй хуракансем, таврапĕлÿçĕсем, халăх хастарĕсем пуçтарăнчĕç. Хĕрÿ калаçура чăваш халăхне, чĕлхипе культурине сыхласа хăварассипе çыхăннă, хальхи вăхăтра çивĕч тăракан ыйтусене хускатрĕç. Кĕнекере калани халăхăмăрăн пур сийĕ патне те çитсен, кашни чăваш ăс-тăнне, чун-чĕрине кĕрсе вырнаçсан эпир тĕнчерен пач çухалас хăрушлăхран хăтăлма пултаратпăр тесе вĕçлерĕç хĕрÿ калаçăва пуçтарăннă хастарсем.

Чувашский государственный институт гуманитарных наук 25 апреля 2013 г. провёл обсуждение книги А.П.Леонтьева и Н.И.Егорова «Откуда мы? Куда идем?». Данное мероприятие было приурочено ко Дню чувашского языка. На обсуждение собрались научные работники, преподаватели вузов и школ, представители СМИ, краеведы, общественные деятели. После бурного обсуждения собравшиеся пришли к выводу, что многое из сказанного в книги заслуживает пристального внимания, должно быть доведено до каждого чуваша. Если весь народ задумается о своей судьбе, о сохранении языка и культуры, только тогда можно спастись от исчезновения.



programma-tan-epir.doc [362 Kb] (cкачиваний: 64)
programma-tan-epir.pdf [2.65 Mb] (cкачиваний: 60)
М.И. Скворцов хатĕрленĕ икĕ томлă Вырăсла-чăвашла сăмах кĕнекин хăтлавĕ
Категория: Мероприятия, Дата: 22.04.2013, 16:41, Просмотров: (1427)
М.И. Скворцов хатĕрленĕ икĕ томлă Вырăсла-чăвашла сăмах кĕнекин хăтлавĕМ.И. Скворцов хатĕрленĕ икĕ томлă Вырăсла-чăвашла сăмах кĕнекин хăтлавĕ
Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ тата Чăваш Республикин Наци библиотеки 2013 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче М.И. Скворцов хатĕрленĕ икĕ томлă Вырăсла-чăвашла сăмах кĕнекин хăтлавне ирттерчĕç. Чăваш чĕлхи кунне халалланă мероприяти Чăваш Республикин Наци библиотекинче пулчĕ. Чăваш чĕлхе пĕлĕвĕнче тунă çак пысăк утăма - икĕ томлă пысăк сăмах кĕнеки тухнине - паллă тума Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, республикăри ăслăлăхпа вĕренÿ учрежденийĕсенче ĕçлекенсем, кĕнекене кăларма хутшăннă Чăваш кĕнеке издательствин аслă тата вăтам вĕренÿ учрежденийĕсенче вĕренекенсем, массăллă информаци хатĕрĕсенче вăй хуракансем, М.И. Скворцовăн ĕçтешĕсем, тусĕсемпе тăванĕсем пухăнчĕç. Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ, паллă адвокат Ильин Виктор Алексеевич М.И. Скворцов профессора Раççей Коммунистсен партийĕн ячĕпе М.В. Ломоносов медальне парса чысларĕ.

Чувашский государственный институт гуманитарных наук и Национальная библиотека Чувашской Республики провели презентацию нового двухтомного Русско-чувашского словаря, подготовленного М.И. Скворцовым. Презентация состоялась в Национальной библиотеке Чувашской Республики 24 апреля 2013 г.


programma-russko-chuvash-slovar-prezentaci.doc [2.42 Mb] (cкачиваний: 55)
programma-russko-chuvash-slovar-prezentaci.pdf [5.6 Mb] (cкачиваний: 52)
Институтăн ăслăлăх кăларăмĕсен хăтлавĕ иртрĕ
Категория: Мероприятия, Дата: 16.04.2013, 12:42, Просмотров: (1367)
Институтăн ăслăлăх кăларăмĕсен хăтлавĕ иртрĕ«Чувашская археология», «Менталитет и этнокультурное развитие волжских народов: история и современность» тата «XX ĕмĕрти чăваш литератури, 1900—1950 çулсем: литература историйĕн тĕпчевĕсем» ăслăлăх кăларамĕсен хăтлавĕ иртрĕ. Ăна Наци кĕнекин «Кĕнеке халăхсене çураçулăх кÿрет» регионсен хушшинчи XI фестивалĕн Ăслăлăх кĕнекин кунне халалланă.
Хăтлав Чăваш Республикин наци библиотекин конференц-залĕнче 2013 çулхи ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче пулчĕ.

Презентация научных изданий «Чувашская археология», «Менталитет и этнокультурное развитие волжских народов: история и современность», «XX ĕмĕрти чăваш литератури, 1900—1950 çулсем: литература историйĕн тĕпчевĕсем», проводимая в рамках Дня научной книги XI межрегионального фестиваля национальной книги « Через книгу к согласию народов» состоялась 23 апреля 2013 года в конферец-зале Национальной библиотеки Чувашской Республики.


programma.pdf [1.07 Mb] (cкачиваний: 51)
Пĕтĕм чăваш диктанчĕ–2013 / Всемирный диктант по чувашскому языку–2013
Категория: Новости, Дата: 16.04.2013, 11:35, Просмотров: (1763)
Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2013
И.Я.Яковлев çуралнăранпа 165, Н.В.Никольский çуралнăранпа 135 çул çитнине халалласа И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ, Чăваш Республикин Вĕренÿ институчĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, «Хыпар» хаçат тата Чăваш наци радиовĕ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци ирттереççĕ. Вăл 2013 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче чăвашсем пурăнакан пĕтĕм тĕнчери хулапа ялта иртет. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси.

Всемирный диктант по чувашскому языку – 2013
Газета «Хыпар», Чувашское национальное радио, Чувашский республиканский институт образования, ЧГПУ им. И.Я.Яковлева, ЧГУ им. И.Н. Ульянова, Чувашский государственный институт гуманитарных наук в честь празднований 165-летия со дня рождения И.Я.Яковлева и 135-летия Н.В.Никольского 24 апреля 2013 года проводят образовательную акцию – Всемирный диктант по чувашскому языку.
Цель акции – повысить престиж чувашского языка среди современников и будущих поколений.


Диктант пирки тĕплĕнрех çакăнта пĕлме пултаратăр / Подробности можно узнать здесь:

vsemirnyy-diktant-po-chuvashskomu-yazyk.doc [39 Kb] (cкачиваний: 102)
ptm-chvash-diktanch.doc [36.5 Kb] (cкачиваний: 90)
Виç çаврăм тивлетлĕ сăмах
Категория: Новости, Дата: 16.04.2013, 10:00, Просмотров: (1405)
Виç çаврăм тивлетлĕ сăмах
Виç çаврăм тивлетлĕ сăмах
(Çулталăкра пĕрре килекен Чăваш чĕлхи кунĕ умĕн калани)

Чи малтанхи сăмахшăн – тав! Тавах!
(П.Хусанкай. „Çуралнă çĕр-шывра“)

Ялан телей пĕрчисене тĕрлĕ енчен асамлăн çупăрласа кĕтекен Этем Чунĕ-Кăмăлĕ – ирĕклĕхпе тулса ларнă пирĕн космос-галактика пекех – вĕçĕ-хĕррисĕр... Çав шутласа илейми вĕçсĕрлĕхре чăвашлăхăн авалтанах килекен масмаклă-чĕнтĕрлĕ арки çине тараватлăн çырса хунисем пулнă шухăшăмăрсене татах та малалла кармаштараççĕ, пин-пин çăлтăрсем шăтăкланă тÿпере тĕппипех иртсе кайман астăвăм шăплăхĕпе пĕлсе усă курса, малалла хастарланса-патварланса утма хистекен хамăрăн çутă тивлет пулмаллине куллен аса илтереççĕ. „Эх, мĕн ма юрататăп-ши эпĕ тăван халăха. Чĕлхи, чĕлхи-çке эмел...“ – тенĕччĕ Г.Н. Волков.
Чăваш чĕлхи кунне халалланă «Чăваш халăхĕпе чĕлхемĕре упраса хăварас тесен мĕн тумалла?» çавра сĕтел иртрĕ
Категория: Мероприятия, Дата: 16.04.2013, 08:45, Просмотров: (1528)
Чăваш чĕлхи кунне халалланă «Чăваш халăхĕпе чĕлхемĕре упраса хăварас тесен мĕн тумалла?» çавра сĕтел иртрĕЧăваш чĕлхи кунне халалланă «Чăваш халăхĕпе чĕлхемĕре упраса хăварас тесен мĕн тумалла?» çавра сĕтел иртрĕЧăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ 2013 çулхи ака уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи кунне халалланă «Чăваш халăхĕпе чĕлхемĕре упраса хăварас тесен мĕн тумалла?» çавра сĕтел ирттерчĕ.

programma-savra-setel.pdf [268.09 Kb] (cкачиваний: 67)
«Аслă классенче чăваш чĕлхине вĕрентесси» семинар пулчĕ
Категория: Мероприятия, Дата: 12.04.2013, 12:14, Просмотров: (1572)
Юлашки вăхăтра шкулта чăваш чĕлхи вĕрентекенсем ачасемпе ĕçлеме йывăрланса çитнĕ пирки тăтăшах калаçаççĕ. Аслă классенче вĕренекенсем чăваш чĕлхи предметне кирлĕ мар, вĕренме чăрмантаракан ытлашши предмет пек хаклама тăрăшни пирки час-часах илтме пулать. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсене çăмăл мар ĕçĕнче пулăшас тĕллевпе Институтăн чĕлхе пĕлĕвĕ пайĕ «Хавал» чăваш халăх пĕрлешĕвĕпе тата тăван мар чĕлхесене вĕренмелли «Ăнăçу чĕлхи» шкулпа пĕрле «Аслă классенче чăваш чĕлхине вĕрентесси» темăпа семинар ирттерчĕ.
Семинар ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче Институтăн Ăслăлăх канашĕ залĕнче 11 сехетрен пуçласа 14 сехетчен ĕçлерĕ.
НОВОЕ ПОПОЛНЕНИЕ НАУЧНОГО АРХИВА ЧГИГН
Категория: Новости, Дата: 8.04.2013, 18:27, Просмотров: (1355)
НОВОЕ ПОПОЛНЕНИЕ НАУЧНОГО АРХИВА ЧГИГН2 апреля 2013 г. сын профессора В.Д.Димитриева Анатолий Васильевич, выполняя последнюю волю своего отца, передал часть его личных документов на хранение в Научный архив ЧГИГН. При процедуре передачи присутствовали члены рабочей группы, созданной по этому поводу: учёный секретарь Л.П.Петров, заведующий отделом истории Ю.В.Гусаров и младший научный сотрудник отдела истории Д.В.Басманцев.
Предварительно с выездом на место ими был осуществлён осмотр и отбор документов.
Чувашский гуманитарный вестник. 2012. № 7. 256 с.
Категория: Новые издания, Дата: 27.03.2013, 10:16, Просмотров: (1441)
Чувашский гуманитарный вестник. 2012. № 7. 256 с.Чувашский гуманитарный вестник. 2012. № 7. 256 с.

Чувашский гуманитарный вестник. 2012. № 7. 256 с.

gumanitarnyy-vestnik-7.pdf [2.75 Mb] (cкачиваний: 127)
 
2010 © При использовании материалов сайта ссылка на http://www.chgign.ru обязательна